Красноармейски районӗн историйӗ пуян. Вӑл хӑйӗн ӗҫчен ҫыннисемпе те мухтанма пултарать. Вӗсем район кун-ҫулӗнче сахал мар йӗр хӑварнӑ. Трак ен историне кӗрсе юлнӑ ҫынсен ячӗсене республикӑра, Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипе те пӗлеҫҫӗ. Вӗсем хуҫалӑхра ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ, ҫӗршыв сумне ҫӳле ҫӗкленӗ.
Ҫакнашкал ҫынсем — мухтав. Ҫамрӑксен вӗсенчен тӗслӗх илмелле. Трак енсем ҫакнашкал ҫынсене пӗр тӗвве пухса кӗнеке кӑларасшӑн. Чӑваш Енри хӑш-пӗр район кунашкал кӗнеке кӑларнӑ ӗнтӗ. «Эппин, эпир мӗнрен кая?» — теҫҫӗ красноармейскисем. Ҫук, Трак енре сумлӑ кӗнекен тухман мар. Вӗсем «Трак ен» (2000 ҫул), «Дюди и судьбы» (2005 ҫул) кӗнекесене кун ҫути кӑтартнӑ. Халӗ вара Трак енре район историйӗпе культури, унӑн паллӑ ҫыннисем пирки энциклопеди хатӗрлесшӗн. Вӑл пуян пулӗ. Кӗнеке чылай ҫул каялла историе кӗрсе юлнӑ фактсене, район культурипе экономикин аталанӑвне ҫутатӗ. Унта районта ҫуралса ӳснӗ, тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем туса тӗнчипе чапа тухнӑ ҫынсен кун-ҫулӗ те кӗрӗ.
Кӗнеке шкул ачисемшӗн те, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн те усӑллӑ пулӗ. Трак енсем кӑк тымарӗсене шыраса тупса, аталану ҫул-йӗрне тӗпчесе хӑйсен историне ҫырма тӗллевленнӗ.
Муркаш районӗн Калайкасси вӑтам шкулӗн йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче Чӑваш Ен чемпионне Юрий Федотова асӑнса XII йӗлтӗр эстафети иртнӗ.
Ҫак спорт мероприяйӗн сумӗ ҫулран-ҫул ӳҫет. Кӑҫал акӑ ӑмӑртӑва Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Элӗк, Красноармейски районӗсенчи, Шупашкар хулинчи шкулсен командисем килнӗ. Ку кӑна мар: тупашӑва Мари Республикин спортсменӗсем те ҫитнӗ.
— Паянхи ӑмӑрту Олимп ҫулталӑкӗнче иртнипе паллӑ. Мероприяти тухӑҫлӑ пуласса иккӗленместӗп, — тенӗ Юрий Федотовӑн пиччӗшӗ, Шупашкарта Муркаш районӗн ентешлӗхне ертсе пыракан Александр Федотов.
Тупӑшура сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — РФ спорт мастерӗ, Сиднейре иртнӗ Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утассинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Владимир Андреев. Вӑл ӑмӑртӑва Олимп факелне йӑтса килнӗ, унпа кашниех сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ.
Аслӑрах ӳсӗмрисен ушкӑнӗнче Элӗк районӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Калайкасси шкулӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫатракасси шкулӗ тухнӑ. Вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Калайкасси шкулӗ маттур пулнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Элӗк тата Красноармейски районӗсем йышӑннӑ.
Чӑваш Енре судсен председателӗсене шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ултӑ ваканси пур иккен. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар хулинче, пиллӗккӗшӗ — районсенче.
Председатель кирлӗ судсем хушшинче — тӗп хулари Калинин районӗ, ҫавӑн пекех Вӑрнар, Вӑрмар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсен сучӗсем. Суда ертсе пырас кӑмӑллӑ тӳресен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи «Восход» тулли мар яваплӑ обществӑра контрафактлӑ пулӑ ҫӑвӗ тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени — ветеринари препарачӗсемпе суту-илӳ тӑваканскер. Регистрацилемен пулӑ ҫӑвӗ нумай та пулман — 100-шер миллилитр кӗрекен савӑтсенче пурӗ тӑватӑ флакон.
Контрафактлӑ продукци сутлӑха кӑларнӑшӑн предприятие нумаях пулмасть 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пулӑ ҫӑвне унӑн каяшсем пухакан организацие ҫитерсе памалла. Унта ӑна сиенсӗрлетнишӗн те «Восходӑн» хӑйӗн шучӗпе тӳлеме тивӗ.
Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑннӑ Алексей Пантелеймонов раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑх йӑтса чупнӑ факела савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори музейне парнеленӗ.
Алексей Пантелеймонов ҫав аслӑ шкулта вӗренет, Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Университет ректорӗ Андрей Александров каччӑна XI Паралимпиадӑра ӑнӑҫу суннӑ. Алексей унта волонтер пулӗ. Парнеленӗ факел студентсене лайӑхрах вӗренме, спортпа туслашма хӗтӗртӗ.
Унччен, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, Яманакра йӗлтӗрпе чупас енӗпе район турнирӗ иртнӗ. Спортсменсем пӗртӑван Анатолий, Алексей, Виталий Львовсен парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Унта Олимп факелне Шупашкарта йӑтса чупнӑ Алексей Пантелеймонов та хутшӑннӑ.
Каччӑ факела ЧПУ музейне парнеленине ырламалла ҫеҫ.
Красноармейски районӗнчи участокри уполномоченнӑйсен тата ҫул ҫитменнисем енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Авари кӗҫнерникун каҫхи сехет тӗлӗнче Яманак ялӗ ҫывӑхӗнчи обществӑлла чарӑнуран инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.
Аварире вилнӗ полицейски машина рулӗ умӗнче хӑй пулнӑ. Унӑн «Renault Logan» машинипе Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тытса пыракан «Mazda 6» ҫапӑннӑ. Инкекре полицейски вилнӗ, машинӑра ларса пыракансем суранланман. Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем ӗҫлени пирки Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
Районсен ентешлӗхӗсем пуррине пӗлетпӗр-ха. Красноармейски районӗнче ҫамрӑксем те пӗрлешме шутланӑ. Нумаях пулмасть йӗркелӳ пухӑвӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ.
Ларӑва район пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата «Трак ен» ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Львов хутшӑннӑ. Львов ҫамрӑксен пӗрлешӗвне пулӑшса пыма шантарнӑ.
Юлашкинчен асӑннине, ҫамрӑксен ентешлӗхне, Станислав Трофимов текен ҫамрӑк ертсе пырӗ. Вӑл тӑватӑ ҫул каялла Красноармейскинчи 2-мӗш шкула пӗтернӗ, халӗ Социаллӑ университетӗн Шупашкарти филиалӗнче юриста вӗренет. Пӗрремӗш курсран пуҫласах каччӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗпе тӑрӑшать иккен, тӗп хулари Калинин районӗнчи Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ шутланать, Красноармейски районӗнче те апла пӗрлешӗве вӑл пуҫарнӑ-мӗн.

Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Нестӗр Янкас поэт ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Трак енри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи Информаципе кану центрӗнче сумлӑ поэта тата Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкне халалласа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков та хутшӑнчӗ.
Литература каҫне пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли ҫыравҫӑ уҫрӗ. Вӑл Нестӗр Янкасӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пама Николай Ершов-Янгер поэта сӑмах пачӗ. Тухса калаҫакан Нестӗр Янкасӑн чӑваш литертуринчи вырӑнӗ, тӑван енре поэтӑн пархатарлӑ ятне упрассипе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ. Шупашкарти ентешлӗхпе пӗрле унӑн еткерлӗхне халалланӑ сумлӑ кӗнеке кӑларни, Янкас ялӗнче обществӑлла музей ӗҫлени тата поэтӑн ялӗнчи пӗр урама ун ятне пани, шкулсенче тата районта унӑн пултарулӑхне халалласа вуншар конкурс ирттерни ҫинчен илтме кӑмӑллӑ пулчӗ.
Кун хыҫҫӑн пухӑннисем 2013 ҫулшӑн пӗрлӗх ҫумӗнчи районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас енӗпе ӗҫленӗ комисси йышӑнӑвне итлерӗҫ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура залӗнче нарӑсӑн 16-мӗшӗнче республикӑри ХТК (КВН) ушкӑнӗсен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа «КиВиН Чувашии-2014» (чӑв. Чӑваш Ен КиВиНӗ) фестиваль иртнӗ. 12 ҫул хушшинче ХТК вӑййисене республикӑри 100-е яхӑн тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсен, шкулсен командисем хутшӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай район чысне Ҫӗнӗ Атикасси вӑтам шкул команди хӳтӗленӗ. «Бодрячок» командӑра Эльвира Андреева, Анастасия Смирнова, Дмитрий Лобов, Эдуард Сидоров, Сергей Ильин, Николай Софронов, Анастасия Маркова. Ушкӑн жюри умне «Мир, в котором мы живём» (чӑв. Эпир пурӑнакан тӗнче) юрӑпа тухса «Мир не прост» (чӑв. Тӗнче ансат мар) юрӑпа вӗҫленӗ. Вӗсен вӑййи-кулӑшӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ушкӑна нарӑсӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн Гала концертне хутшӑнма суйланӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисен Шупашкарпа Красноармейски районӗсен, Патӑрьел ялӗн, Шупашкар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи шкул командисем хушшинче тупӑшса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивет.
Ушкӑнри Николай Софронов, Сергей Ильин, Дима Лобов, Эдик Сидоров Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсен пултарулӑхӗпе палӑрса тӑратчӗҫ, кашни уяв-концера хастар хутшӑнса куракансене тӗрлӗ кулӑшпа савӑнтаратчӗҫ.

Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче Эдисон Патмарӑн «Чӑваш салтакӗ» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Вӑл кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре пуҫланмалла.
Эдисон Патмар ятне самайӑшӗ пӗлет-тӗр. Вӑл халӑх пултарулӑхне пухаканӗ, ҫыравҫӑ. Эдисон Патмара ашшӗн ҫулне тӑснӑ тесе калани йӑнӑш пулмасть тесе шухӑшлас килет, мӗншӗн тесен унӑн ашшӗ, Иван Патмар, хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш фольклорне самай пухнӑ тата тӗпченӗ. Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче 1915 ҫулта ҫуралнӑ, ҫак тӗнчерен 1983-мӗш ҫулта уйрӑлса кайнӑ.
Эдисон Ивановичӑн ҫӗнӗ кӗнеки — ашшӗпе ывӑлӗн фольклор ӗҫӗсен 10 томлӑ пуххинчен ҫиччӗмӗшӗ. Кӑларӑмра арҫынсене ӗлӗк ҫара епле ӑстани ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫарпа ҫыхӑннӑ тӗшмӗшсем те вырӑн тупнӑ. Салтак юррисене вара кӗнекене уйрӑм пайпах кӗртнӗ.
Сӑмах май: ку кӗнекене Эдисон Патмар 2012 ҫултах кӑларнӑ. Апла-и, капла-и — кӗнекере шӑп ҫак ҫула кӑтартнӑ. Ӑна эсир «СУМ» лавккара та туянма пултаратӑр, хакӗ 200 тенкӗ.
